Малкай Иван Григорьевич (чӑн хушамачӗ Григорьев) — чӑваш сӑвӑҫи. 1911 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Первомайски ялӗнче ҫуралнӑ. 1986 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Шупашкарта ҫӗре кӗнӗ.
1939 ҫултанпа СССР ҪП членӗ.
Ҫӗрпӳри сакӑр ҫул вӗренмелли шкулта пӗлӳ илнӗ. Кайран Шупашкарти строительсен техникумӗнче, Чулхулари комвузра вӗреннӗ.
«Ҫамрӑк большевик» хаҫат редакцийӗнче, радиокомитетра, «Коммунизм ялавӗ» хаҫатра ӗҫленӗ.
Сӑвӑ-поэма чылай ҫырнӑ. 20 ытла кӗнеке кӑларнӑ:
Ун сӑввисемпе юрӑсем те кӗвеленӗ.